Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрлăх хатěрлеççě

Паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ пулнине тĕпе хурса ĕçлеççĕ “Алмаз” общество ĕçченĕсем. Кунта çитес çул акма тĕш-тырăсене 2100 центнер хывса хăварнă. Вăрлăха сортировка витĕр кăларса пĕтерчĕç те ĕнтĕ. Акмалли тырăсем, тĕпрен илсен, кондициллĕ. “Новый путь”, “Рассвет” хуçалăхсенче те çитес çулхи вăрлăх шăпишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, çитес çул акмалли вăрлăхсене 85 процент тĕрĕсленĕ, 35 проценчĕ ытла кондициллĕ. “Авангард”, “Восход”, “Свобода”, “Шумшеваши” хуçалăхсенчен вара акмалли тырăсене анализа çаплах тăратман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 ноября 2007
00:00
Поделиться
;