Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кěтнě çул кěçех уçăлать

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Шор-Пайрашра хытарнă çул тăвасси вĕçленсе пырать. Чылайранпа кĕтнĕ çул яла “тĕнчепе” çыхăнтарнă ĕнтĕ, халĕ ял тăрăх тăсăлакан çул çинче юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Малтанхи çулсенче яла пырса кĕме майĕ те пулман, машинăсене кунта çитмесĕрех пĕр çухрăм аяккарахра лартса хăварса çуранах утма тивнĕ. Кĕçех Шор-Посайпа Шор-Пайраш ялĕсене уйăракан Ишнаваш юхан-шывĕ урлă кĕпер тума тытăнĕç. “Алиководорстрой” организаци ертÿçисем çĕнĕ кĕпере 2008 çулта хута яма шантараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 ноября 2007
00:00
Поделиться
;