Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурлăх бази пуянланать

Шкулсене вĕрентÿ-кăтарту пособийĕсемпе тата оборудованисемпе пуянлатсах пыраççĕ. Паянхи куна районта мультимедиллĕ 12 проектор пур, вĕсемпе вĕрентÿре анлă усă кураççĕ.

Кăçал хăш-пĕр шкулсем валли компьютерлă оборудовани тата вĕрентÿ пособийĕсене 169, 5 пин тенкĕлĕх туяннă. Информациллĕ вĕрентÿ технологисен техника никĕсне аталантарма 470 пин тенкĕ уйăрнă.

Май уйăхĕнче вĕрентĕве модернизацилес комплекслă проекта пурнăçа кĕртес ĕç пуçланчĕ. Паянхи куна шкулсенче ятарлă канашсем йĕркеленĕ. Элĕкри вăтам шкул ĕç укçине çĕнĕлле тÿлес тытăм çине куçрĕ ĕнтĕ. Тăватă база шкулĕнче 1 миллион та 607 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Кăçал районти пур шкулта та 1-мĕш класа каякансем валли çĕнĕ сĕтел-пукан туянса панă. 5 шкулта 570, 665 пин тенкĕлĕх столовăй оборудованийĕ тата 60 пинлĕх вĕрентÿ литератури туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 ноября 2007
00:00
Поделиться
;