Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйăхра 31 ача çуралнă

Пĕрне-пĕри юратакан икĕ чĕре пĕрле пĕрлешнинчен илемлĕреххи мĕн пур-ши çут тĕнчере; Тата вĕсен ачасем те çуралсан çак пĕрлĕх татах та çирĕпрех пулать. Ача çуралассипе кăçал юпа уйăхĕ ытла та тухăçлă пулчĕ. Иртнĕ уйăхра 31 ача çуралнă, çакă пĕлтĕрхи октябрьтинчен 16 нумайрах. Пĕр уйăхрах çавăн чухлĕ ача çурални 2000 çултанпа пулманччĕ-ха.

Юпа уйăхĕнче 20 арçын ачапа 11 хĕр ача çут тĕнчене килнĕ, 2 ача мăшăрланман амăшĕсенчен çуралнă. Çĕнĕ пепкесенчен 11-шĕ – çемьере пирвайхисем, 12-шĕ – иккĕмĕшсем, виççĕмĕшсем – 7, пĕри – тăваттăмĕш ача. Роман, Карина ятлисем нумайрах, Нонна, Ариадна ятсем сайра тĕл пулаççĕ.

Иртнĕ уйăхра 34 çын вилнĕ, вĕсенчен 14-шĕ – арçынсем, 20-шĕ – хĕрарăмсем.

Мăшăрланусен хисепĕ ÿснĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнче 11 мăшăр пĕрлешнĕ, иртнĕ çул – 6 мăшăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 ноября 2007
00:00
Поделиться
;