Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулăшу мелĕсем лайăхланаççĕ

 

«Элĕк район больници» муниципалитет сиплев учрежденийĕ – «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлет. Больницăри 43 врачран виççĕшĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем, иккĕшĕ – Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем, 60 проценчĕ квалификации категорийĕсене илнисем. Республикăри хăш-пĕр районта врач çителĕксĕр пулсан, кунта вара çак ыйтăва татса панă. Йĕри-тавра тирпей-илем хуçаланать, пÿлĕмсем çутă та таса. Чирлисем сипленекен палатăсенче, коридорсенче куçса чечексем илĕртеççĕ, кăмăла çеклеççĕ. Наци проекчĕпе килĕшуллĕн юлашки икĕ çулта больницăн пурлăх никĕсне самаях пуянлатнă, çĕнĕ оборудовани чылай вырнаçтарнă. Сиплевçĕсем кулленхи ĕçре паянхи кун ыйтăвесене тивĕçтерекен хатĕрсемпе, меслетсемпе анлă усă кураççĕ. Ача-пăча уйрăмĕнче, сăмахран, выляв пÿлĕмĕ, тĕрлĕ хускану тумалли, çамрăк ăстасене  аталантармалли ятарлă вырăн та пур. Ачасен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Тĕпрен илсен, ачасем хăйсене санаторири пекех туяççĕ. Элĕк больницин коллективĕ халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе те курăмлă  ĕçлет, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен сывлăхне тĕрĕслеме диспансеризации ирттернĕ. Ку вăл чир-чĕре вăраха кайиччен сиплеме май парать. Тĕп врачпа Василиса Архиповăпа чуна уçса калаçатпăр.

- Василиса Владимировна, эсир ача чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ иккен. Ĕмĕтĕр пурнăçлани телей вĕт-ха.

- Çапла. Эпĕ – Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнчен. Ача чухнех чирлĕ çынсене сывлатассинчен пархатарли çук та пулĕ тесе шухăшлаттăм. Тăван шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Канашри медицина училищине кĕтĕм, алла диплом илсен Шупашкарти строительсен поликлиникинче медицина сестринче ĕçлемме тытăнтăм. Вăл е ку уйрăмра врач патне пыракансем йышлă пулсан яланах пулăшнă. Манăн малалла вĕренес туртăм вăйлăччĕ, икĕ çул çурăран Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн студентки пулса тăтăм. Юлашки курсра Элĕк каччипе çемье çавăртăмăр, унтан Çĕмĕрлере пурăнма тытăнтăмăр. Эпĕ ача çуратмалли болницăра ĕçлеттĕм. Мĕн тери яваплă пулнă ку маншăн. Тин çеç кун çути курнă пепкесен сывлăхне тĕрĕслеттĕм. Каярах Элĕкри тĕп больницăра педиатрта ĕçлеме тытăнтăм. 25 çул иртрĕ унтанпа. Çак хушăра ку тăрăхра çитмен ял юлман та, ачаллă çемьесене час-часах кайса çÿренĕ. Чи пахи - çулталăка çитмен ачасем вилесси чакни, юлашки икĕ çулта кун пек тĕслĕх пачах та пулман.

- «Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлетĕр$

- Юлашки çулсенче пирĕн больницăра пулса иртекен ырă улшăнусем шăпах çак проектпа çыхăннă. Сăмахран, икĕ çул хушшинче рентген оборудованине  тĕпрен çĕнетрĕмĕр. Кăçал çĕнĕ йышши флюрографи аппарачĕ вырнаçтартăмăр, унăн хакĕ – 2 миллион та 307 пин тенкĕ.

Палăртма кăмăллă, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме район бюджетĕнчен те сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал халлĕхе 600 пин тенкĕпе тивĕçтерчĕç.

«Сывлăх» наци проекчĕн тĕллевĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхне тата демографии лару-тăрăвне лайăхлатасси, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен квалификацине ÿстересси тата вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак парасси. Ĕç витĕмлĕхне кура тÿлессине йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Малашне вĕсен ĕç-хĕлне кашни уйăхра тишкерсе хаклама май пур. Кăçал пĕр врач тата фельдшерпа акушер пункчĕсене ĕçлекен çичĕ çын хăйĕн квалификацине, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ĕçлекен виçĕ тухтăр пĕлĕвĕ ÿстерчĕç. Кадрсемпе ĕçлессинче тĕп вырăна хуратпăр. Пирĕн йышпа çамрăк врач хутшăнчĕ, çывăх вăхăтра тата виçĕ çамрăк специалист килмелле. Опытлă наставниксем вĕсене профессии вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаççĕ. Палăртма кăмăллă, районта пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн ултă уйрăмĕ пур, вĕсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ врачсем ĕçлеççĕ.

Кăçал тата тепĕр офис хута кайĕ. Умри тĕллев – вĕсене хăйсен территорийĕнчи чирлисемпе ĕçлеме васкавлă пулăшу машинисемпе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра ялсенче çулланнă çын чылай пурăнать, çавăнпа та медицина ĕçченĕсем час-часах çÿреççĕ.

- Кĕçех эсир район больницин 80 çулне паллă тăватăр. Эппин вăл районпа пĕр çултах çуралнă.

- Çапла, чÿк уйăхĕнче больница 80 çул тултарать. Паллах, ку пире яваплăха ÿстерме хистет. Хальхи вăхăтра Элĕк район больницинче  397 çын тăрăшать, вĕсем хăйсен ĕçне чăннипех те чун-чĕререн парăннă. Сăмахран, поликлиникăра ĕçлекенсем кăна  куне 400 ытла çынна йышăнаççĕ. Коллективра çемье династийĕсем те пур. Акă Эривановсенех илер: Николай Митрафанович – чылай çул поликлиника заведующийĕнче тăрăшнă, унăн хĕрĕпе кĕрÿшĕ – Ирина Николаевнăпа Игорь Геннадьевич пултаруллă врачсем, ывăлĕ те вĕсен çулнех суйласа илнĕ, психолог тухтăра вĕренет.

Республикăра ирттернĕ «Чи лайăх район больници» конкурсра кăçал эпир пĕрремĕш  вырăн çĕнсе илтĕмĕр, ку – юбилей умĕнхи пысăк çитĕнÿ. Коллектив пĕр ĕмĕт- тĕллевпе пурăннăран палăртнă ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 ноября 2007
00:00
Поделиться
;