Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк хĕр канăçсăрлăхĕ

Авелина Терентьева Чăваш патшалăх педагогика университечĕн биологи факультетĕнче вĕренет. Ехремкасси ял тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем иккĕмĕш курс студенткине çамрăксен канашĕн ертÿçине суйларĕç. Шанăçа тивĕçлипе пурнăçласа пырать Авелина. 9-мĕш класра чухне экологи тĕпчевĕсене пуçăннă вăл. Халĕ вара хăй кăмăлланă ĕçсене университетра вĕреннĕ вăхăтра та малалла тăсса пырать. Тени кÿллин çăлкуçĕпе пуянлăхне тĕпчет студентка. Ăна çавăн пекех ку тăрăхри тавралăха тирпей-илем кĕртес, йăлари çÿп-çапа тата ытти тасамарлăха пĕтерес ыйтусем те канăç памаççĕ. Авелина Александровна тантăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Çавăнпа ăна çамрăксем хисеплеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2007
00:00
Поделиться
;