Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача çурални савăнăç кÿрет

Вулакана çакна пĕлтерме кăмăллă: пĕлтĕрхи 10 уйăхрипе танлаштарсан, кăçал ача çураласси ÿсрĕ. Акă, ку çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче çут тĕнчене 162 ача килчĕ, пĕлтĕрхинчен 10 пепке нумайрах. Кăçал çуралнисенчен 93-шĕ – арçын ачасем, 69-шĕ – хĕр ачасем. Йĕкĕрешсем 3-ĕн тан пулни кама савăнтармĕ-ха тата?

Пирвайхи ача 58 çемьере çуралнă, иккĕмĕш те çавăн чухлĕ çемьерех. 28 ачана “Эсĕ пирĕн виççĕмĕш” тесе ыталаса илнĕ, 4-мĕш ачасем – 11-ĕн, пиллĕкмĕшсем – 5, улттăмĕшсем – 2.

Кăрлач-юпа уйăхĕсенче пĕтĕмпе 311 çын вилнĕ, вĕсенчен 138 арçын, 173 хĕрарăм. Арçынсен пурнăç вăрăмăшĕ вăтамран – 63 çул, хĕрарăмсен – 76 çул.

10 уйăхра 135 мăшăр пĕрлешнĕ, çакă иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 36 мăшăр нумайрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 ноября 2007
00:00
Поделиться
;