Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ

Çак кунсенче районти шкулсенчи чăваш чĕлхи, технологи, физкультура урокĕсене ертсе пыракансем тата кĕçĕн классемпе ĕçлекен вĕрентекенсем аттестаци витĕр тухрĕç. Садик ĕçченĕсемпе пĕрле пурĕ 31 вĕрентекен 60 минутра 40 ыйту çине хуравларĕç. Валеологипе, психологипе, педагогикăпа тата информатикăпа – пиллĕкшер ыйту, çирĕммĕшĕ – хăйсен предмечĕсемпе. Компьютерпа усă курса тест ирттерни ĕçе çăмăллатать те, хăвăртлатать те. Вĕрентекенсемпе воспитательсем кунта компьютерпа усă курма пĕлес ăсталăха кăтартрĕç.

Районта пурĕ 46 вĕрентекен 1-мĕш категори, 21 – 2-мĕш, аслă категори илме 6-ăн заявлени панă. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ тыттаракан предметниксем Шупашкарта аттестациленеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2007
00:00
Поделиться
;