Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеш ÿкерчĕкĕсен куравĕ

Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче Виталий Иванов ÿнерçĕн ÿкерчĕкĕсен куравĕ ĕçлеме пуçланă. Автор ăна “Тăван çĕр-шыва чунтан юратса” ятпа йĕркеленĕ. Курава район 80 çул тултарнине халалланă. Унта ÿнерçĕ юлашки çичĕ çулти 33 çĕнĕ ĕçне тăратнă. Виталий Иванов вĕсенче хăй тăван тăрăха мĕнле курнине, унăн илемне туллин сăнланă. Автор ытларах çут çанталăка ÿкерме кăмăллать, вăл – чăннипех пейзаж ăсти. Ÿнерçĕ хăй каланă тăрăх, тăван тавралăха ÿкерчĕксенче кăтартасси – унăн чун туртăмĕ, çакă ăна вăй-хăват кÿрсе тăрать, малалла та ĕçлеме хавхалантарать. Курава ентеш-ÿнерçĕн тус-юлташĕсем, унăн пултарулăхне килĕштерекенсем кунсеренех пырса çÿреççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2007
00:00
Поделиться
;