Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Такăр çула кĕтеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн автомобиль çулĕсем тăвас ĕçе хăвăртлатасси пирки йышăннă Указне пурнăçласа, Улăх Шĕмшеш ялĕ еннелле тăсăлакан çул-йĕр ĕçĕсем пуçланнă. Çакăншăн Шĕмшеш салинче пурăнакансем те хытах хĕпĕртеççĕ: ку автоçул шăпах çак ял витĕр иртет вĕт-ха. Автотрасса тăршшĕ – 1, 8 километр. Транспорт çаврăнмалли вырăн Чечен вăрçинче пуçне хунă Борис Казаков çуралнă кил умĕнче пулать. Çул-йĕр ĕçĕсен подрядчикĕ – “Спецстройкоммуникация” предприяти.

Таврари ялсенче пурăнакансем хăйсен тăрăхĕнче çывăх вăхăтрах такăр та тикĕс çул пуласса кĕтеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2007
00:00
Поделиться
;