Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ятлă-сумлă

– Пуринпе те ырă кăмăллă, вашават пирĕн Нина Ефимовна, – теççĕ тавар туянакансем Крымсарайккă ялĕнчи магазин заведующийĕ пирки. Кунта таварсен ассортименчĕ яланах пуян. Кирлĕ пулсан, хăвна килĕшекен тавара (ытларах строительство материалĕсене) заказ пама та пулать, туяннă япалана киле пырсах леçеççĕ.

Нина Кузьмина потребкооперацире 33 çул тимлет. Çак хушăра вăл пуян опыт пухнă, сутуçă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене çамрăксене те панă. Халĕ вăл Светлана Михайловăпа пĕрле алла-аллăн тытăнса ĕçлет. Вăл та ял çыннисем хушшинче ырă ята тивĕçнĕ. Магазин заданисене уйăхсерен тултарса пырать.

Тăрăшса ĕçленине кура ят сумĕ те пур. Магазина халăх пыни уншăн савăнăç, телей.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 ноября 2007
00:00
Поделиться
;