Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илни пысăк пулăшу

Районта килти хушма хуçалăхсем 8922 шутланаççĕ. Çавсенчен 487-шĕ (5, 5 процент) “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă курчĕç. Кредитсене пурĕ 61794 пин тенкĕлĕх илнĕ.

Ку енĕпе Элĕк ял тăрăхĕ малта пырать. Кунта килти хуçалăхсем 1412, вĕсенчен 136-шĕ 17563 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем те активлăх кăтартаççĕ, пулăшупа 47 çын 5945 пин тенкĕлĕх усă курнă. Шĕмшеш, Юнтапа, Ехремкасси ял тăрăхĕсенче те кредит илме документсем хатĕрлесси ăнăçлă пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 ноября 2007
00:00
Поделиться
;