Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем аслă пĕлÿ илеççĕ

Ехремкасси ял тăрăхĕ яланах вĕреннĕ çынсемпе палăрнă. Кунти ялсенче халĕ те студентсем йышлă. Хальхи вăхăтра тăван республикăри, Раççейри, Европăри тĕрлĕрен аслă шкулсенче 60 студент вĕренет. Кусем пурте пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем. Аслă шкулсенче пĕлÿ пухса, вĕсем тĕрлĕрен конкурссене, олимпиадăсене, ăслăлăх конференцийĕсене, тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Вĕсенчен çурри иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Студентсенчен ытларахăшĕ Мускаври аслă шкулсенче вĕренет. Вĕренсе тухнă хыççăн вĕсем тĕп хуларах ĕçлеме юлаççĕ.

Юманлăхри Наталья Волковăпа Куракăшри Ирина Семенова Германири Мюнхен хулинче иккĕмĕш аслă пĕлÿ илеççĕ. Вĕсем анлă шкул хыççăн тăван Чăваш Ене таврăнса хăйсен ĕçне йĕркелес ĕмĕтлĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2007
00:00
Поделиться
;