Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Физкультура юхăмĕ анлă сарăлтăр

Район администрацийĕнче çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – физкультура юхăмне лайăхлатасси тата çул çитмен çамрăксене, çав шутра право йĕркине пăсакансене те физкультурăпа спорт занятийĕсене ытларах та ытларах хутшăнтарасси. Кун пирки вĕрентÿ управленийĕн спорт енĕпе ĕçлекен специалисчĕ А.В.Чернов тухса каланă.

Физкультурăпа спорт занятийĕсене халĕ районта пурăнакансен 22 проценчĕ хутшăнать. Пурĕ 137 спорт сооруженийĕ ĕçлет, вĕсенче пĕр вăхăтрах 2578 çын тĕрлĕрен спорт занятийĕсенче пулать. Çавăн пекех ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ ĕçлет, унта çул çитмен 351 çамрăк çÿрет. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсен 16 проценчĕ хăйсен пушă вăхăтне спорт секцийĕсенче ирттерет.

Комисси ларăвĕнче çавăн пекех 7 административлă ĕç пăхса тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2007
00:00
Поделиться
;