Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр кунра – 6 туй

Хĕрпе каччă шутне кĕрсен пĕрлешсе çемье çавăрасси мĕн авалтан пыракан ырă йăла.

Иртнĕ эрне кун Сурăмварри каччипе Александр Покровскийпе Ярхуньушкăнь хĕрĕ Анастасия Майорова савăнăçлă лару-тăрура çырăнчĕç. Шăмат кун вара 6 туй кĕрлерĕ. Район администрацийĕн çамрăкĕ Евгений Васильевпа хула хĕрĕ Алла ĕмĕр тăршшĕпех юнашар утма сăмах пачĕç.

Çемье çавăрма кăмăл тунисенчен чылайăшĕ хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсемшĕн тăван кĕтес пурпĕр хаклă. Ахальтен мар туйĕсене те ялтах ирттерчĕç. Çамрăксем савăнăçлă лару-тăрура çырăнни ашшĕ-амăшĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2007
00:00
Поделиться
;