Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван амăшĕ вырăнĕнчех

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Шуркассинче Галина Герасимова пурăнать. Пурнăçĕ çапларах килсе тухнă – упăшкисĕр тăрса юлнă. Пуçне усман хĕрарăм, пĕчченех икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Йĕкĕтсем хăйсен тивĕçне Раççей Çарĕнче тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, хальхи вăхăтра иккĕшĕ те – шалти ĕçсен пайĕсенче. Галина Васильевна çурт çавăрса лартнă, икĕ хĕр ачана усрава илнĕ. Анастасийăпа Ксюша шкулта лайăх вĕренеççĕ. Çакăншăн мĕнле ан савăнăтр-ха ĕнтĕ амăшĕ. Настьăпа Ксюша та ăна тăван амăшĕ вырăнне хурсах хĕпĕртеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2007
00:00
Поделиться
;