Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕпчевçĕсем пухăнчĕç

Иртнĕ шăмат кун Чăваш наци музейĕнче халăх академикĕсемпе хисеплĕ краеведсем пуçтарăнчĕç. Вĕсен ретĕнче – кун-çулне тĕпчев ĕçĕсемпе çыхăнтарнă тата кĕнекесем те пичетлесе кăларнă аслăрах çулсенчи çынсем. Залра Элĕк район представителĕсем те йышлăн пулчĕç. Акă вĕсем: “Малые Туваны” кĕнеке авторĕ, милицин отставкăри майорĕ – И.С.Антонов (Кĕçĕн Тăван), А.А.Золотов (Синер) – отставкăри подполковник, В.Я.Платонов (Ехремкасси) – куçаруçă-дипломат, В.П.Прокопьев (Кивуй) – учитель-пенсионер, тăватă кĕнеке авторĕ – Г.А.Савельев (Мăн Ямаш) тата Элĕкри йăла комбинат директорĕнче ĕçленĕ – Н.Г.Капитонов (Тавăт).

Ултă сехете тăсăлнă отчетпа суйлав пухăвĕнче ЧХА президенчĕпе (П.П.Таллеров) унăн заместителĕ тата краеведсен Союзĕн председателĕ (В.П.Станьял) икĕ çулхи ĕçсем çинчен докладсем туса пачĕç, тăван тавралăх историне тĕпчес енĕпе палăрнă юлташсене “Народный академик” хисеплĕ ят парасси çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Виталий Арсентьевич Золотов (Синер) тата Геннадий Александрович Савельев (Мăн Ямаш) та пур.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 ноября 2007
00:00
Поделиться
;