Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ магазин уçăлнă

Прашкушкăнь ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура районти потребительсен обществин магазинĕ уçăлнă. Çĕнĕ лавккана уçма район пуçлăхĕ А.И.Платонов, райпо канашĕн председателĕ Ю.А.Харитонов, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А.Филимонов килнĕ, çывăхри ялсенче пурăнакансем пухăннă. Хăнасене магазин ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Хĕрлĕ хăйăва татнă хыççăн лавкка алăкĕсем яриех уçăлнă.

Çĕнетнĕ магазинта таварсен ассортименчĕ самаях пуянланнă. Халĕ ял çыннисем кунта апат-çимĕçпе пĕрлех кил-çуртра кирлĕ нумай таварсене туянма пултараççĕ. Магазина шалтан илемлетсе юсанă, кĕмелли-тухмалли вырăн ирĕклĕ, тавралăха тирпей-илем кÿнĕ.

Район пуçлăхĕ коллектива ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх суннă.

“Шĕмшеш ял тăрăхĕнче кăçал юсаса çĕнетнĕ çакăн пек магазин иккĕмĕш шутланать, килес çул Элеккенушкăнь магазинне юсама пăхнă”, – палăртнă райпо ертÿçи.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2007
00:00
Поделиться
;