Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Клуба газ çитрĕ

Хирлеппуç ялĕнчи клуба нумаях пулмасть-ха юсаса çĕнетсе улăштартăмăр. Çак кунсенче вара ăна çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçларăмăр. Ку енĕпе пире район ертÿçипе Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пысăк пулăшу пачĕç.

Ялти çамрăксем те тăрăшулăх кăтартрĕç. Котельнăйне юсаса çĕнетнĕ çĕрте Андрей Никифоров, Владислав Филиппов, Андрей Куприянов, Анатолий Филиппов тимлĕ пулчĕç. Николай Кустиков сварка ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕ.

Клуба газ кĕртнĕ ятпа ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем Чăваш эстрада юрăçисен концертне курса савăнчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2007
00:00
Поделиться
;