Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Компьютер вĕренÿре пулашать

Районта вĕрентÿ ĕçне ку чухнехи информатика хатĕрĕсемпе йĕркелесси анлă сарăлса пырать. Акă, 2004 çулта 1 компьютерпа 32 вĕренекен усă курнă пулсан, 2005 çулта вăл 16 ачана, 2006 çулта 13 ачана тивĕçнĕĕ Паянхи кун вара 1 компьютер умĕнче 9 вĕренекен ларать. Шкулсем пурте интернетпа çыхăннă. Вĕренÿ чĕрĕкĕнче унпа 170 сехет ытла усă кураççĕ. Вĕрентекенсен 88 проценчĕ компьютерпа ĕçлеме пĕлет, учительсен 57 проценчĕ уроксенче информаци хатĕрĕсемпе питех те хастар усă куратьĕ 14 шкулăн хăйĕн сайчĕ пур. Çавăн чухлĕ шкултах спутник антеннисене вырнаçтарнăĕ 14 шкулта 18 информатика кабинечĕ йĕркеленĕ, вĕсенче пуринче те локал çыхăнăвĕ пур. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 5 шкулта шалти локал çыхăнăвĕ ĕçлет.

Ресурс центрĕ çумĕнче шкулсем хушшинчи методика центрĕ уçăлнă. Унăн тĕллевĕ – учительсене çĕнĕ технологийĕпе усă курма вĕрентесси.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2007
00:00
Поделиться
;