Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялтан Мускав таран

Тĕлĕнтерме пăрахмасть Татмăшра çуралса ÿснĕ Альберт Сергеев. Пурнăçа культурăпа çыхăнтарнăскер ÿсĕм çулĕпе утать. Унăн иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ çавăн пек: Вутланти культура çурчĕн директорĕ, район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕ, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ. Ан тĕлĕнĕр те, пирĕн ентеш Чăваш Ен тĕп хулинчен уйрăлса Мускава кайнă. Альберт Николаевич халĕ Раççей Федерацийĕн культура министерствинче координаципе аналитика пайĕнче ĕçлет. Аякра пулсан та тăван тăрăха манмасть, анчахрах çуралса ÿснĕ яла килсе кайрĕ, амăшĕн чĕрине ырă сăмахсемпе ăшăтрĕ.

А.Сергеев культура аталанăвĕшĕн Мускавра та вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме хатĕр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 декабря 2007
00:00
Поделиться
;