Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Эпĕ ÿкерме пĕлетĕп»

“Эпĕ ÿкерме пĕлетĕп!” ача-пăча ÿкерчĕкĕсен республикăри уçă конкурсĕн районти тапхăрĕ иртнĕ.

“Эпĕ тата манăн машина” конкурса 9 шкултан 52 вĕренекен хутшăннă. Кунта Мăн Вылă шкулĕнчи 1-мĕш класра вĕренекен Илья Шашкин çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вутлан шкулĕнчи Дмитрий Трофимовпа Снежана Александрова, Тени шкулĕнчи 1-мĕш класри Виктория Иваничева призлă вырăнсене йышăннă.

“Строительство” номинацири конкурсра Шĕмшеш, Йăлкăш, Вутлан, Карачура, Мăн Вылă, Мăн Ямаш, Элĕк, Юнтапа шкулĕсенче вĕренекенсем хастар та пултаруллă пулнă. 33 ачаран 1-мĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи 3 “б” класри Настя Никитина çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшĕнче Йăлкăш шкулĕнчи 2-мĕш класри Диана Иванова, виççĕмĕш вырăна Йăлкăш шкулĕнчи 2-мĕш класри Ирина Павловăпа Юнтапа шкулĕнчи Елена Никандрова пайланă. “Эпир çурт-йĕр юсатпăр” номинацире Тени шкулĕнчи Диана Мурзакова çĕнтернĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;