Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтарту лайăх

“Алмаз” обществăри уй-хир ĕçченĕсем çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлеççĕ. Вĕсем тĕш-тырăсене гектартан 28 центнер пухса кĕртрĕç. Ку кăтарту районта лайăххисенчен пĕри.

Хуçалăхра çитес çулхи тухăçшăн та тăрăшаççĕ. Иртнĕ кунсенче мĕн пур вăрлăха тепĕр хут аласа кондицие çитерчĕç.

Обществăра пулăх тăварĕсене хатĕрлессипе тимлеççĕ. Азотлă удобренисене 60 тонна, хутăш удобренисене те çавăн чухлех туянма килĕшÿ турĕç.

Çĕртме сухине мĕн пур лаптăк çинче пурнăçланă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;