Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Микроавтобус – вĕренекенсемшен парне

“Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕ Ураскилтри вăтам шкул микроавтобус илнĕ. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Устак вĕрентÿ модернизацийĕн комплекслă проекчĕ мĕнле пурнăçланни çинчен кĕскен каласа пачĕ, шкул директорне çĕнĕ микроавтобус валли свидетельство тыттарчĕ. ЧР Финанс министрĕн çумĕ Рена Быкова шкулăн пурлăхпа техника базине вăйлатни “Вĕрентÿ” проектăн тĕп çул-йĕрĕ, микроавтобус уйăрни ачасене шкула хăвăртрах çитерме, республикăри, районти ăмăртусемпе конкурссене хутшăнма май панине палăртрĕ.

Район пуçлăхĕ А.И.Платонов ачасене çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;