Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшатăн – тупăшлă пулатăн

 

Элĕк районĕнчи потребительсен обществи Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче малтисен ретĕнче. Çакна 9 уйăхри пĕтĕмлетÿ те çирĕплетет. Тĕпрен ислен, тавар çаврăнăшĕ 194,4 миллион тенкĕпе танлашнă е иртнĕ çулхипе илсен ку 15,5 процент ытларах. Райпо тытăмĕнчи предприятисем кăларнă продукцие кăна 8,2 миллион тенкĕлĕх сутнă. Асăннă тапхăрта вырăнта пĕтĕмпе 18,3 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшне тата общество аталанăвĕн тытăмне 1 çын пуçне 6136 тенкĕлĕх тавар сутнă.

Райпо канашĕн ертÿçи Юрий Харитонов тупăшлă ĕçлекен предприятисенчен «Элекри пахча çимĕç комбинатне» асăннă. 2002 çулччен ку предприяти тÿррĕмĕнех Чăвашпотребсоюза пăхăнса тăнă, юлашки çулсенче 0- Элекри райпо йышĕнче. Сăмах май, пахча çимĕçе тирпейлессипе комбинат республикăра малта пыракансен шутĕнче. Предприятин кулленхи ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас шутпа эпĕ ун ертÿçипе Маргарита Яковлевна Ивановăпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл 1975 çулта Томбов облаçĕнчи Мичуринскри технологи техникумне пĕтернĕ хыççăн комбинатра ĕçлеме тытăннă, маларах – мастер, производство пайĕн пуçлăхĕ, халĕ – директор. Ĕçре паха опыт пухнă. Ăна райпо канашĕн ертÿçи Юрий Александрович пулăшса, хавхалантарса пырать.

- Мргарита Яковлевна, сирĕн комбинатăн ырă ячĕ Таврана сарăлнă. Кунта туса кăларакан продукцие тавар туянакансем хаваспах туянаççĕ.

- Хальхи вăхăтра комбинатăн продукци ассортименчĕ пуян. Тавар туянакансен сĕнĕвне шута илсе çулсерен çĕнĕ апат-çимĕç кăларассипе ĕçлетпĕр. Сăмахран, пахча-çимĕçрен кăна – 44, улма-çырларан – 17 тĕрлĕ продукци кăларатпăр. Вĕсене çынсем урăмах кăмăлаççĕ. Пирĕн ăста кондитерсем те пурнăç таппипе тан утаççĕ, 23 тĕрлĕ пылак çимĕç пĕçереççĕ. Çулсенрен сухан, кăшман, купăста, кишĕр, укроп тата петрушка типĕтсе хатĕрлетпĕр, илемлĕ хутаçсене тултарса сутатпăр. Ку тавар туянаканшăн питех те меллĕ. Сăмахран, типĕтнĕ сухана ытларах çăкăр завочĕсем илеççĕ. Пирĕн пылак шывпа минерал шывĕсене те хаваспах туянаççĕ. Комбинатра кăларнă продукцие Якутипе Тутарстан республикисене тата Иваново облаçне ăсататпăр. Рынок тытăмĕнчи конкуренцире тивĕçлĕ вырăн тупрăмăр. Çакă çулсерен тупăшлă ĕçлесе аталанма май парать. Продукци туса кăларассине ÿстернĕ май, тăкаксене пĕчĕклетсе тупăш ытларах илмелли çул-йĕре те палăртатпăр. Юлашки çулсенче энерги перекетлеме май паракан технологисемпе усă куратпăр, çĕнĕ оборудовани туянатпăр. Паха продукци кăларма комбинат çут çанталăк газĕпе ĕçлени те витĕм кÿрет. 70 ытла çынна пĕрлештерсе тăракан предприятире ĕçлекенсене тивĕçлĕ услови туса патăмăр. Кăçалхи 10 уйăхра, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 13,1 процент ытларах продукци кăлартăмăр. Уйрăмах пахча-çимĕç типĕтессипе, çăкăр пĕçерессипе тата пылак шыв кăларассипе курăмлăрах тăрăшрăмăр.

- Пахча çимĕçпе улма-çырлана ăстан туянатăр.

- Пирĕн хамăрăн питомник пур, 43 гектар çинче вырнаçнă. Тĕпрен илсен эпир унта купăста, хăяр, кишĕр, чĕкĕнтĕр, тăрăхла кавăн, патиссон: укроп петрушка ÿстеретпĕр, 3 гектар çинчи садра çулсерен тухăçлă пан улми пухса илетпĕр. Улма-çырла та йăлтах хамăрăн: хăмла çырлипе çĕр çырлине те хурлăхана та хамăрах çитĕнтеретпĕр. Питомникри ĕçе агроном йĕркелесе пырать, унта техника та, рабочисем те çителĕклĕ. Çĕр пулăхне пуянлатассипе, пусă çаврăнăшне лайăхлатас тĕллевпе 10-14 гектар çинче çурхи культурăсем ÿсеретпĕр, кĕркунне рабочисене тырă валеçсе паратпăр.

Комбинатри теплица та тупăш кÿрет. Хĕл кунĕсенче унта симĕс сухан ÿстерсе суту-илĕве леçетпĕр çуркунне пахча-çимĕç калчи çитĕнет.

- Маргарита Яковлевна, комбинатра тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени куç кĕрет. Тен, хăшне-пĕрне палăртатпăр.

- Пĕрне мухтаса теприне хурлама çук, пурте яваплăха туйса ĕçлеççĕ.

Чылай çул тăрăшса ырă ят тивĕçнисен хушшинче кондитер цехĕнчи Алиса Матвеева, консерв тăвакан цехри Калерия Прокопьева, пахча çимĕç типĕтекен цехри Алина Сидорова, пылак шыв кăларакан цехри Полина Спиридонова ĕçченсене палăртнă пулăттăм.

Ура çинче çирĕп тăракан, ÿсĕм çулĕпе тупăшла ĕçлесе аталанса пыракан «Элĕкри пахча çимĕç комбиначе» ТМЯО Юрий Харитонов лайăх ертсе пынипе малашлăха çирĕп çул хывать. Маргарита Яковлевна пек пултаруллă  ертÿçĕсем паянхи кунпа кăна çырлахмаççĕ, пуласлăх пирки те шутлаççĕ. Элĕксен паха опычĕпе паллашма Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи предприятии ертÿçисем килсех çуреççĕ.

 

 

 



"Хыпар"
05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;