Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрлăхшăн пурте тимлемеççĕ

Районти хуçалăхсенче вăрлăх аласа тасатассипе ĕçсем анлă сарăлчĕç. “Алмаз”, “Родник”, “Новый путь” хуçалăхсенче ку енĕпе уйрăмах тăрăшулăх кăтартрĕç. Çитес çул акмалли тĕш тырă культурисене пĕтĕмпех сортировка витĕр кăларчĕç. Асăннă хуçалăхсенче халĕ мĕн пур вăрлăх кондициллĕ.

Анчах районта вăрлăх пахалăхĕшĕн тăрăшманнисем те пур-ха. “Родина”, “Авангард”, “Туваны”, “Восход” хуçалăхсенче çитес çул акма тырă çителĕклех хывса хăварнă. Вăрлăха алассипе вара тимлемеççĕ. Вĕсенче паянхи куна кондициллĕ вăрлăх пачах та çук.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 декабря 2007
00:00
Поделиться
;