Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çынсем нумай вилнĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче ноябрь уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетрĕмĕр. Пĕтĕмпе 21 ача çуралнă. Çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 12 ача нумайрах. Арçын ачасем -11, хĕр ачасем 10-ăн кун çути курнă. Паллăрах ятсем: Кирилл, Ксения. Сайра тĕл пулаканни – Самира.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çынсем вилесси палăрмаллах ÿснĕ. Пĕлтĕр 23 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал – 49. Пурĕ 27 арçын вилнĕ, вĕсен вăтам ĕмĕрĕ – 64 çул. 22 хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă, вĕсем вăтамран 76 çул пурăннă.

Мăшăрланакансен хисепĕ ÿснĕ, 11 çемье чăмăртаннă, пĕлтĕрхи ноябрьте вара 9 мăшăр пĕрлешнĕ.

5 мăшăр уйрăлнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен пысăкрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2007
00:00
Поделиться
;