Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ташă фестивалĕ

Çак кунсенче Элĕкри вăтам шкултаТашă кунĕ” фестиваль иртрĕ. Унта “Минута славы” конкурсра мала тухнисемпе тата ташлама юратакансем хутшăнчĕç. Пирĕн 7 “а” класри А.Васильева, М.Деведерова, Е.Еремеев, Д.Громов “Бабки-ежки” ташша ташларĕç. 4-мĕш классенче вĕренекен ачасем спорт ташшисемпе савăнтарчĕç. 8 “б” класри хĕрачасем çамрăксен ташшипе, 6 “а”-ра вĕренекенсем цыгансен ташшипе тĕлĕнтерчĕç.

М.Данилова фестивале хутшăннисене дипломсемпе чысларĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 декабря 2007
00:00
Поделиться
;