Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Килти ĕнесем сĕтлĕрех

Фермăсенче хĕллехи вăхăтра та канăç çук. Выльăх-чĕрлĕхе лайăх пăхса усракансем ÿсĕм тăваççĕ. Хальхи вăхăтра “Новый путь” хуçалăхра кашни ĕнерен талăкра 15 килограмм, “Алмазра” – 10, “Родник” обществăра 7 килограмм ытла сĕт суса илеççĕ.

“Авангард”, “Прогресс” хуçалăхсем ку енĕпе юлса пыраççĕ-ха. Кулленхи сăвăм 2-шер килограмран та иртмест.

Районĕпе илсен, килти хушма хуçалăхсем 8922 шутланаççĕ. Вĕсем, хуçалăхсемпе танлаштарсан, сĕт суса илессипе лайăхрах ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕнесем куллен 6, 9-шар килограмм сĕт антараççĕ пулсан, килти ĕнесен продуктивлăхĕ 8-шар килограмран кая мар.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 декабря 2007
00:00
Поделиться
;