Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван чĕлхе – чи хакли

Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Ăна кашнинех хисеплемелле. Çак кунсенче районти шкулсенчи 36 вĕренекен чăваш чĕлхи олимпиадинче тăван чĕлхене пĕлнине кăтартрĕç. 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Питĕшкассинчи Н.Михайлова, Карачурари А.Филиппова, Йăлкăшри Г.Петрова чи нумай балл пухса малтисем пулчĕç. Элĕк шкул вĕренекенĕсем О.Александрова, А.Майорова, М.Миронова та вĕсенчен кăшт çеç сахалтарах балл пуçтарчĕç. О.Ильина, Е.Кудрявцева (Юнтапа), А.Ефремова (Тавăт), Т.Фомина (Карачура) – виççĕмĕш вырăнта.

Экономика предмечĕ те чылай вĕренекене кăсăклантарать. Олимпиадăра 25 ача хушшинче Юнтапа шкулĕнчи Р.Капитоновпа А.Антонов, Элĕкри Г.Яковлевпа А.Узянова, Мăн Вылăри Л.Харитонов, Шĕмшешри В.Михайлов палăрчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 декабря 2007
00:00
Поделиться
;