Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Яланах çул çинче

Васкавлă пулăшу машини яланах çул çинче. Ноябрь уйăхĕнче, акă, васкавлă пулăшу уйрăмне 231 шăнкăрав çитнĕ. Вĕсенчен 22-шĕнче усăсăр “çулçÿреве” тухнă. 28 чĕнÿ инкекпе çыхăннă. Ача çуралнă тĕслĕхсем виççĕ пулнă, йывăр çын икĕ хĕрарăма пулăшу панă. Чирлисене йышăнмалли пÿлĕмре 136 çынна регистрациленĕ.

Васкавлă пулăшу çитиччен çын вилсе кайнă тĕслĕхсем – 4. Ноябрь уйăхĕнче 46 ачана пулăшу панă, 24-шне больницăна хунă. Унсăр пуçне пĕрмаях чирлекенсемпе те ĕçлетпĕр. Вĕсен шутне кĕрекен 35 çынна пулăшу панă.

Криминалпа çыхăннă 4 чĕнÿ пулнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 декабря 2007
00:00
Поделиться