Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçчен те ырă кăмăллă

Ку йĕркесем – тĕлĕнмелле хĕрарăм Раиса Клементьевна Тимофеева çинчен. Çулавăç ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Писĕпри çичĕçуллăх шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă. Çамрăклăхĕ Аслă вăрçăн йывăр çулĕсемпе тĕл килнĕ. Ĕçсĕр пĕр кун та ларма пултараймасть çак хĕрарăм. Вăрçă вăхăтĕнче вутă хатĕрлес ĕçе хутшăннă. 1954 çулта Шуркассинчи Иван Тимофеева качча тухать. Тÿрех Сурăмварринчи кирпĕч заводĕнче ĕçлеме тытăнать. Кунта ултă çул вăй хунă хыççăн тăван колхозра ĕнесем сума пуçлать. 1996 çулччен тимлет вăл фермăра. Кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, йывăр-и, çăмăл-и – ÿркенсе тăмасть. Тата питĕ ырă та савăнăçлă вăл – Раиса Клементьевна. Çулĕсем сахалах мар пулин те, килте ĕнепе сурăхсем усрать. Ялта пуриншĕн те вăл – ырă тĕслĕх.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;