Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем нумай çуралаççĕ

Пĕрне-пĕри юратакан икĕ чĕре пĕрлешсен, мĕн тери илемлĕ çемье чăмăртанать. Ача çуралсан, мăшăрсен туйăмĕсем татах та çирĕпленеççĕ. Ку çулталăк пепкесем çуралассипе питех те тухăçлă пулчĕ. Ку таранччен çут тĕнчене 195 ача килнĕ, пĕлтĕрхинчен 25 пепке нумайрах. Пурĕ 108 арçын ачапа 87 хĕр ача çуралнă. Вĕсенчен 71-шĕ – çемьере пирвайхисем, 70-шĕ – иккĕмĕшсем, 33 ача виççĕмĕшсем пулса тăнă, 11-шĕ – тăваттăмĕшсем, 8 çемьере пиллĕкмĕш ача çуралнă. 30 ача – качча кайман амăшĕсен. Ашшĕ пулнине палăртма ыйтса 15 заявлени килнĕ, вĕсенчен 2-шĕ – суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн.

Ачасем çуралассипе Элĕк тăрăхĕ малта (44 пепке), Тавăт ял тăрăхĕнче – 24, Юнтапа ял тăрăхĕнче 19 ача.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;