Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурса çĕнтерсе диплом илнĕ

ЧР Культура министерстви, Раççейри Халăх пултарулăх çурчĕ тата Чăваш Енри халăх пултарулăх çурчĕ “Клуб инновацийĕсен лидерĕ” ятпа регионсем хушшинчи 3-мĕш конкурс ирттернĕ. Унта хамăр республикăри тата Саратов облаçĕнчи культурăпа кану сферинче тăрăшакан 17 специалист хутшăннă. Вĕсем хушшинче районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Любовь Константинова та пулнă. Любовь Михайловна конкурса “Халăх пултарулăхĕн аталанăвĕ” номинаципе чăваш халăх музыка инструменчĕсен “Пурăн çăл куç, пурăн!” проект ĕçне тăратнă. Эксперт комиссийĕ ентешĕмĕрĕн ĕçне лайăх паллăпа хакланă, ахальтен-им конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, диплом тата хаклă парне çĕнсе илнĕ.

Çавăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурсра çĕнтерессе шутламанччĕ. Халăх пултарулăх ĕçĕнче нумай çул ĕçлесе Раççейĕпех чыслă ят-сума тивĕçнĕ ăстасем пулчĕç вĕт-ха ĕнтĕ. Тăрăшса хатĕрленни пулăшрĕ çав, – каласа парать Любовь Михайловна.

Ят-сум тенĕрен, унăн хăйĕн те сахал мар-ха вĕсем. Культура ĕçĕнче 30 çул ытла вăй хурать, “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Проект ĕçне хатĕрлеме вара чăнах та сахал мар тар юхтарма тивнĕ. Автор ăна “Çĕнелÿпе хавхалану” ят панă. Проектпа килĕшÿллĕн Кармал Тени ялĕнче чăваш халăх музыка инструменчĕсене хатĕрлессипе пултарулăх лабораторийĕ уçăлмалла.

– Районта халиччен кунашкал проектпа никам та ĕçлемен-ха, – тет Любовь Михайловна. – Ку ĕç – республикăри, унăн тулашĕнчи фольклор коллективĕсем тата ачасемпе çамрăксем валли. Унпа район администрацийĕ те, çавăн пекех Чăваш наци конгресĕ, ача-пăча искусство шкулĕсем усă курма пултараççĕ.

Проект 2008 çул тăршшĕпех ĕçлемелле. Вăл 3 тапхăрпа пырать. Хальхи вăхăтра хатĕрленÿ материалĕсене пухаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта (нарăс-юпа уйăхĕсем) музыка инструменчĕсене – такмак, палнай, кавал, ту-тут, флейта, параппан ăсталаççĕ. Виççĕмĕш тапхăр – пĕтĕмлетÿ концерчĕ. Унта «Валинке» халăх фольклор ансамблĕ хăйсем хатĕрленĕ музыка инструменчĕсемпе пысăк концерт кăтартать. Вăл раштавăн 12-мĕшĕнче иртмелле.

Паллах, пысăк проект ĕçне пĕчĕк вăйпах пурнăçлама çук.

– Пирĕн йыш сахал мар, – тет Любовь Михайловна. – Культура мероприятийĕсене художество пултарулăх коллективĕсем, ялсенчи ăстасем, ачасемпе çамрăксем, ветерансен хорĕ, ытти мĕн пур хастарсем хутшăнаççĕ. Тĕп тĕрек – Элĕкри культурăпа кану центрĕн коллективĕ. Районта пултарулăх лабораторине йĕркелеме майсем те, условисем те çителĕклĕ. Ку енĕпе Кармал Тенири пултаруллă та ĕçчен çын, музыка инструменчĕсен чăн-чăн ăсти Пантелеймон Николаев нумай пулăшать.

Иккĕленмелли çук, культурăпа кану центрĕн ертÿçи хатĕрленĕ проект ĕçĕ районти культурăпа искусствăна аталантарма хăватлă сулăм парĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ конкурса пĕтĕмлетсе, эксперт комиссийĕ çапла палăртнă: ку проект – питĕ интереслĕ, вăл паянхи кун ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтерет, çивĕчлĕхĕ пысăк.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;