Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлĕвĕсене çирĕплетрĕç

Çак кунсенче харăсах темиçе предметпа шкул ачисем хăйсен пĕлĕвĕсене олимпиадăсенче тĕрĕслерĕç. Экологипе иртнĕ олимпиадăна районти шкулсенче 10-11 классенче вĕренекен 12 ача хутшăнчĕ. Вуннăмĕшсем хушшинче Тавăт шкулĕнчи И.Петров пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Мăн Вылăри О.Михайлова – иккĕмĕш, Питĕшкассинчи Н.Васильев тата Элĕкри С.Ландышев виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вунпĕрмĕшсенчен А.Васильева (Элĕк), К.Архипов (Элĕк), А.Иванова (Мăн Вылă) палăрчĕç. Обществознани олимпиадине 42 вĕренекен хутшăнчĕç. Тăххăрмĕш класрисем хушшинче Элĕк шкулĕнчи Е.Николаев, вуннăмĕшсенчен – Мăн Вылăри Л.Харитонов, вунпĕрмĕшсенчен – Элĕкри А.Орлов пĕрремĕшсем пулчĕç. Астрономие юратакансем сахал, пурĕ 5 шкул ачи хутшăннă. Питĕшкасси шкулĕнчи Н.Сергеев çак предмета пуринчен лайăх пĕлни палăрчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;