Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлехи информаци кунĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Района Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ В.Н.Капитонов, Федерацин монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ А.А.Гаврилов, Федерацин суд приставĕсен Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Ю.Иванов килнĕ.

Информаци ушкăнĕсем 12 ял тăрăхĕнче пулнă. ЧР юстици министрĕн çумĕ В.Н.Капитоновпа район пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕн начальникĕ Э.В.Николаев Чăваш Сурăм ял тăрăхне çитнĕ. Вĕсем ял тăрăхĕн çуртĕнче, вырăнти вăтам шкулта, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, “Новый путь” хуçалăхра пулнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçнă. В.Капитонов ЧР Президенчĕн “Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен” Указне пурнăçлас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Вăл çак Указ малтанхи çулсенчи тĕллевсен тăсăмĕ пулса тăнине палăртнă. Чи кирли – пирĕн çивĕч ыйтусене татса парассипе пĕрле тăрăшса ĕçлемеллле, обществăри ырă пулăмсемшĕн тимлемелле. Юлашки çулсенче ырăлăх тата халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланă: çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, çулсем тăваççĕ, хуласемпе районсем çĕнелсе илемленеççĕ, шкулсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕхлĕ библиотекăсем уçăлаççĕ. Нумаях пулмасть ялти клуб учрежденийĕсене модернизацилесси çинчен Указ кăларнă.

Район администрацийĕнче пĕрлехи информаци кунĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;