Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Субсидипе тивĕçтеретпĕр

Ялти çынсене вутă, çĕр кăмрăкĕ туянма, газпа усă курнăшăн тÿлеме çăмăллăхсем парасси ырă йăла пулса тăчĕ. Кăçал пĕтĕмпе 1251 çынна 3224153, 88 тенкĕ субсиди патăмăр. Çав шутран 10 çын кăна хытă топливо илни паллă. Вĕсене 39591 тенкĕлĕх пулăшу панă. Хальхи вăхăтра пÿрт-çурта газ кĕртменнисем сахал. Çут çанталăк газĕпе усă куракансене укçа-тенкĕпе çулталăкра икĕ хутчен – кашни ултă уйăхрах тивĕçтернĕ.

1 гектартан кая мар çĕр тытакан, килти хушма хуçалăхра ĕçлесе пурăнакансене те субсиди пама май пур. Çавна валли ял тăрăхĕнчен документ тăратмалла.

Субсиди парасси Çĕнĕ çулта та пулĕ. Ĕç хучĕсене малтанхисенех çитермелле.

Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа субсидие район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă илсе тăмалла пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2007
00:00
Поделиться
;