Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ çулта - çĕнĕ çулпа

Иртсе кайнă çулталăк Какаç ялĕнче пурăнакансене сахал мар савăнăç кÿчĕ. Ял çыннисене икĕ урама асфальт сарни хĕпĕртемеллипех хĕпĕртеттерчĕ. Пĕр хушă ялта çул-йĕр тăвас ĕç чарăнса ларнă пулнă. Тÿрĕ те тикĕс çул тăвассишĕн чунне парса тимлекен Валентина Григорьева пенсионерка шутласа пăхать те, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче çул тума укçа-тенкĕ пуррине тупса палăртать. Темиçе хутчен тĕп хулана çитсе подряд организацийĕпе калаçса татăлать. Кĕçех Какаçра çул-йĕр тăвас ĕçсем сарăлса каяççĕ. Пурĕ 800 метр чухлĕ асфальт сарма пăхнă. Çапла вара Какаçра çĕнĕ çулта виçĕ урамĕнче те асфальт сарнă çул пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2008
00:00
Поделиться
;