Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă

Çĕнĕ çулăн пирвайхи ĕç кунĕнче, кăрлачăн 9-мĕшĕнче район пуçлăхĕ А.И.Платонов райадминистраци тытăмĕн ертÿçисемпе пĕрремĕш планерка ирттернĕ. Унта иртсе кайнă 2007 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, района малашнехи тапхăрта аталантармалли ыйтусене сÿтсе явнă.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче районта электроэнергипе, ăшăпа тивĕçтерес тата автобус куçăмне йĕркелес тĕлĕшпе кăлтăк-сăлтăксемех пулман.

Район пуçлăхĕ Анатолий Платонов малашне те приоритетлă наци проекчĕсене, ЧР Президенчĕн “Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен” Указне пурнăçлас, автоçулсем тăвас, ялти клуб учрежденийĕсене аталантарас, федераци тата республика проекчĕсене ĕçе кĕртес, ялсене тирпей-илем кÿрес ыйтусене татса парассипе тимлесех ĕçлемеллине палăртнă.

Планеркăри уйрăм ыйту – район администрацийĕн тытăмĕ (структури). Экономика, хула строительстви тата обществăлла инфраструктура управленийĕнче ял хуçалăх пайне, вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕнче – культура тата социаллă ыйтусен пайне, çавăн пекех юридици секторне туса хунă. Çакăн пек çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем район çыннисен пурнăçне лайăхлатас ыйтусене хăвăртрах та туллинрех татса пама пулăшĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2008
00:00
Поделиться
;