Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене хÿтте илнĕ

Çĕнĕ çул каçĕнче пĕтĕм ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ теççĕ. Çирĕккассинчи çула çитмен Екатеринăпа Константин Толстовсемшĕн çак кун чăнах та телейлĕ килнĕ.

Ачасен амăшĕ, Людмила Егоровна тĕрмене çакланнă, ашшĕ, Константин Савельевич, Мускава тухса кайнă. Районти опекăпа попечительство органĕ Катьăпа Костьăна Шупашкарти реабилитаци центрне вырнаçтарнă. Çакăнта ачасем пĕрремĕш хут тасалăха хăйсен куçĕсемпе курнă, пылак апат-çимĕç тутаннă, воспитательсен ăшшине, çепĕçлĕхне туйнă. Шăпах Çĕнĕ çул умĕн центра ачасем патне амăшĕн аппăшĕ Ирина Егоровна Петрова килнĕ. Вăл ачасене хăй хÿттине илес кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2008
00:00
Поделиться
;