Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлтĕр 161 мăшăр пĕрлешнĕ

Элĕк районĕн ЗАГС пайĕ 2007 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр 12 уйăхра районта 203 пепке кун çути курнă. 108 çемье арçын ача “туяннă” пулсан, 94 çемьене хĕр ача килнĕ. Демографилле лару-тăру Элĕк, Тавăт, Юнтапа, Ехремкасси, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсенче лайăхланнă.

Пĕрремĕш пепке 73 çемьере çуралнă пулсан, 72-шĕ – иккĕмĕшсем, 36 ача виççĕмĕшсем пулса тăнă.

2007 çулхи кăрлач-раштав уйăхĕсенче район территорийĕнче 388 çын вилнĕ (2006 çулхипе танлаштарсан 10 çын нумайрах), вĕсенчен 179 арçын тата 209 хĕрарăм. Арçынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран 63 çулпа танлашнă, хĕрарăмсен 76 çулпа.

Çакна палăртма та кăмăллă: пĕлтĕр 161 мăшăр пĕрлешнĕ, 2006 çулхинчен 48 туй нумайрах пулнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2008
00:00
Поделиться
;