Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ярăнар-ха йĕлтĕрпĕ!

Элĕк салинче йĕлтĕрпе ярăнмалли сезона уçса ăмăртусем пулса иртнĕ. Вĕсене шкулсен тата ял тăрăхĕсен командисем хутшăннă.

Йĕлтĕр сезонĕ уçăлнă ятпа спортсменсене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.В.Николаев саламланă. Эдуард Владимирович пурне те йĕлтĕр йĕрĕ çинче ăнăçусем, çирĕп сывлăх суннă.

Ял тăрăхĕсен командисенчен элĕксене çитекенни никам та пулман. Иккĕмĕш вырăнта – Шĕмшеш ял тăрăхĕн команди, виççĕмĕшĕнче – тавăтсем.

Шкулсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ – Элĕк шкулĕн команди. Вĕсем хыççăн – ураскилтсемпе шĕмшешсем. Мала тухнисене хаклă призсемпе тата грамотăсемпе хавхалантарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2008
00:00
Поделиться
;