Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырлăхран никам ырман

Элĕкри тĕп больницăн ача-пăча уйрăмне Ырă ĕçсен çулталăкĕ пĕлтĕрхи раштаврах килсе çитрĕ. Кунта шартлама сивĕпе çил-тăмана пăхмасăрах “шыва кĕмелли сезон” уçăлчĕ. “Типĕ бассейна” ачасене районти депутатсен Пухăвĕ парнелерĕ. Районти предпринимательсенчен пĕри спонсор пулăшăвĕ панă.

Тени шкулĕнчен вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлесе пурăнакан Владимир Никитин шкул çулне çитменнисене çулсеренех парне парса савăнтарать. Пуканесем, тĕслĕ-тĕслĕ мечĕксем, хитре теттесем шăпăрлансен чунĕсене чăннипех хĕпĕртÿ туйăмĕ кÿреççĕ.

Çак кунсенче Тени шкулне тата тепĕр савăнăç килсе çитнĕ. Кунтанах вĕренсе тухнă, халĕ Мускавра пурăнакан Геннадий Васильев тăван шкулне ку чухнехи спорт тренажерĕ парнеленĕ. Унпа 7 тĕрлĕ хăнăху тума пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2008
00:00
Поделиться
;