Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци проекчĕ ял çыннисене пулăшать

Приоритетлă наци проекчĕсем ялти çынсене пулăшнине районта пурăнакансем хăйсем курса-пĕлсе ĕненеççĕ. Вĕсем патшалăх паракан çăмăллăхсемпе туллин усă курса харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма кредитсем илеççĕ.

Иртнĕ çул 604 çын 72955 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çав укçа-тенкĕпе выльăх-чĕрлĕх витисем тума тата юсаса çĕнетме, пĕчĕк техника, выльăх-чĕрлĕх туянма усă курнă.

Харпăр хăй хушма хуçалăхĕн 597 хуçи пурĕ 69743 пин тенкĕлĕх кредит укçи илнĕ: вĕсенчен 422-шĕ 45454 пин тенкĕне Раççей перекет банкĕн уйрăмĕнче, 177-шĕ 27045 пин тенкĕлĕх Раççей ял хуçалăх банкĕнче. Кунсăр пуçне хресченпе фермерсен 7 хуçалăхĕ 3212 пин тенкĕлĕх кредитлă пулнă. Кредит укçи илме кăмăллакансем татах 52333 пин тенкĕ кивçен илес тĕллевпе ЧР Ял хуçалăх министерствине документсем тăратнă та ĕнтĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2008
00:00
Поделиться
;