Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсенчи чи лайăх столовăйсем

Районта “2007-2008 вĕренÿ çулĕнчи чи лайăх шкул столовăйĕ” конкурс иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – вĕренекенсене апат çитерессине лайăхрах йĕркелесси, апат пахалăхне лайăхлатасси, столовăйра ĕçлекенсен професси ăсталăхне ÿстересси. Пĕтĕмĕшле вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Юнтапари шкул столовăйĕ тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Ямаш шкулĕ, виççĕмĕшĕнче – Карачурари шкул столовăйĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен Вутланти шкул столовăйĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Республикăри конкурса хутшăнма ЧР экономика аталанăвĕн министерствине Юнтапа шкулĕ заявка тăратнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2008
00:00
Поделиться
;