Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ техника туянаççĕ

Ку чухнехи паха та пысăк тухăçлă техника – ял хуçалăхне ăнăçлă та тупăшлă аталантармалли тĕп никĕс. Çакна лайăх ăнланса илчĕç ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер тата харпăр хăй хушма хуçалăхĕсен етрÿçисем. Акă, «Родник» акционерлă общество МТЗ-82 тракторпа косилкăна кредит шучĕпе, тĕш тырă пухса кĕртмелли ДОН-1500 комбайна лизингпа туяннă.

Атмалкассинчи Шленскисем çăмăлатнă кредитпа  Раççейри ял хуçалăх банкĕ  урлă «Беларусь-132Н» пĕчĕк трактор илнĕ. Кăкарса ĕçлемелли хатĕрсем те пĕрлех: универсаллă окучникпа плуг, косилка. Çирĕккасинчи Романовсем те çăмăллатнă кредитпа Т-25 трактор, окучникпа плуг – пурĕ 120000 тенкĕлĕх туяннă. Çак ялтах пурăнакан Шашкинсем те çăмăллатнă кредитпа усă курнă, Т-25 трактор илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2008
00:00
Поделиться
;