Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăçалхи пĕрремĕш пепке

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çĕнĕ 2008 çулта çуралнă пĕрремĕш ачана регистрациленĕ. Вăл кăрлачăн 5-мĕш кунĕнче 11 сехет те 40 минутра çут тĕнчене килнĕ.

Кăрлачăн 15-мĕшĕнче вара райадминистрацин савăнăçлă мероприятисен залĕнче çĕнĕ çулхи пĕрремĕш пепкене – Анастасия Ивановна чаплă лару-тăрура регистрациленĕ. Элĕк салинчи Людмилăпа Игорь Ивановсен çемйинче нумайранпах кĕтнĕ савăнăç пулса иртнĕ: вăхăт çитнĕ те мĕн пуласси пулнă - çамрăк мăшăрсем ашшĕпе амăшĕ пулса тăнă. Тинтерех чăмăртаннă çемьене пирвайхи пепке килсе çитнĕ.

Пĕрремĕш ачана, Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕсемпе саламласа ашшĕпе амăшне Раççей гражданинĕн пирвайхи документне - çурални çинчен калакан свидетельствăна тата район пуçлăхĕн А.И.Платоновăн саламлă çырăвне ЗАГС пайĕн начальникĕ М.М.Николаева панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 января 2008
00:00
Поделиться
;