Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци проекчĕ пурнăçланать

 

Элĕк районĕнче граждансене хăтлă тата йÿнĕ çурт-йĕр туянма май паракан наци проекче ăнăçлă пурнăçланать. Сăмахран, иртнĕ çул 39450 тăваткал метр пурăнмалли çурт хута кайнă. Ку кăтарту 2006 çулхипе танлаштарсан 14 процент ытларах.

Çĕнĕ çул умĕн 9 çемье çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçнă, «Строймонтаж» ĕçченĕсем çурта вăхăтра хута янă.

Çамрăк çемьесене хваттерсемпе тивĕçтерессипе те курăмлă ĕçленĕ. Акă 7 çемье каялла тавăрса памалли мар 2339,6 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ялти çамрăк специалистсем те анлă усă курнă. 12 çамрăк çемьепе специалистсем 2230 пин тенкĕлĕх свидетельство илнĕ.



"Хыпар"
22 января 2008
00:00
Поделиться
;