Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăкки те ватти те клубра

Иртнĕ кунсенче хамăрăн пултарулăхпа ыттисене паллаштарас тĕллевпе Татмăша кайрăмăр. Унта фольклор ушкăнĕ сцена çинче чăваш халăх юррисене шăрантарчĕ. Ушкăнра ытларахăшĕ аслă ăрурисем. Чи асли – 74-ри Е.Порфирьева. Вăл хăй çырнă сăвва вуласа пачĕ. Елена Константиновапа Альбина Васильева илемлĕ юрăсем юрларĕç. Василий Васильев, Александр Иванов, А.Васильева тĕрлĕ шÿт-кулăш каларĕç.

Ял çыннине культура ĕçне явăçтарас тĕллевпе Юлăшри культура çурчĕ çумĕнче фольклор, хореографи, драма кружокĕсем ĕçлеççĕ.

Тĕрлĕ мероприятисем ирттерме, халăха пухма Юлăшри клубра условисем çителĕклех. Культура çуртне хутса ăшăтатпăр, ташă каçĕсем ирттерме музыка центрĕпе усă куратпăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2008
00:00
Поделиться
;