Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă

Тунти кун район пуçлăхĕ А.И.Платонов структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе йăлана кĕнĕ планерка ирттернĕ. Район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне 2008 çул вĕçлениччен хуçасăр çĕрсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ çине куçарса регистрацилес ыйтăва татса пама хушнă.

Ача çуратмалли уйрăма уçас ыйту планеркăра хăйне пайăр темăпа тухса тăнă. Район больницин тĕп врачĕ В.Архипова паянхи кун тĕлне ача çуратмалли уйрăмра юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынине пĕлтернĕ. Район пуçлăхĕ ача çуратмалли уйрăма кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçас задача лартнă. Планеркăра ытти тĕрлĕ ыйтусене те пăхса тухнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2008
00:00
Поделиться
;